АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çамрăк писательсене мĕн пăшăрхантарать

00:00 24 декабря 2008 г.

Çамрăк писательсене мĕн пăшăрхантарать

Декабрĕн 12-мĕшĕнче аслă çулсенчи çыравçăсемпе çамрăксем, влаç тытăмĕсенче ĕçлекенсем, издательсем Оперăпа балет театрĕнче

Çамрăк писательсен форумне ирттернĕ.

Чăваш писателĕсен союзĕн председателĕ Михаил Юхма çĕршыв, тĕнче аталанăвĕнче кашни писатель пĕлтерĕшлине палăртнă. Ăна пирĕн çĕршывра пултарулăх организацийĕсем пирки саккун çукки пăшăрхантарать.

"Хресчен сасси" Издательство çурчĕн ертÿçи Сергей Павлов республикăра литература йывăрлăхрине, паян çыракан çав тери сахал пулнине, хавхалантаракан, çырма хистекен майсем тупмаллине палăртнă.

Культура министрĕ Роза Лизакова Чăваш радио уçнă май ятарлă передача тума сĕннĕ. Унта итлекенсене çамрăк авторсемпе тĕл пултарĕç, вĕсен хайлавĕсене итлеттерĕç.

ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Иван Вутлан паян çамрăк авторсем çук тенипе килĕшмен, унпа пĕрлех паянхи литература геройĕсене тишкернĕ. Иван Тимофеевич геройсене хамăр йышрах шырама сĕннĕ.

"Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ Дмитрий Моисеев çыракан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме пухăнмалли вырăн çуккине асăннă, çамрăк литераторсен хайлавĕсен пуххине кăларма сĕннĕ.

Р.Лизакова автор прависене хÿтĕлессине министерство йĕркелесе пырасса шантарнă, ытти ыйтăва та вырăнтах татса пама тăрăшнă. Тĕл пулма Наци музейĕнче тата Наци библиотекинче майсем тупса пама хушнă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ В.Комиссаров çамрăк писательсемпе поэтсен хайлавĕсен пуххи 2010 çулта тухасса шантарнă.

Пĕтĕмĕшле форум пултарулăх çулĕ çине тăнă 100 ытла çамрăка пуçтарнă, пухăннисем пурте тенĕ пекех çакăн пек форумсем кирлине, секцисемпе ытларах пухăнса ĕçлемеллине палăртнă.

А.Карпова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика