АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пособисем хăпараççĕ

00:00 24 декабря 2008 г.

Саккун кăларакансем чирлесен, декретлă отпуска кайсан тата ачасемшĕн паракан пособисен виçине ÿстернĕ.

Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен чирлесен паракан пособийĕн тулли уйăхри чи пысăк виçи 18720 тенкĕпе танлашĕ. Ку пособийĕн иртнĕ çулхи лимичĕ 17250 тенкĕ пулнă, 2010 çулта – 20030, 2011 çулта 21390 тенкĕ таран ÿсĕ.

Енчен те сотрудник 2008 çулта чирлесе ÿксе 2009 çулта та çакна пула вăхăтлăха ĕçе тухаймасан, пособи виçине çакăн пек шутлĕç: 2008 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен чирленĕ кунсемшĕн 17250 тенкĕ лимита пăхăнса, 2009 çулта чирленĕшĕн – çĕнĕ 18720 тенкĕпе танлашакан лимитпа.

Декретлă отпуска каякансен (ача çуратма паракан) пособин чи пысăк виçи 2009 çулта 25390 тенкĕ пулĕ. 2010 çулта асăннă пособи 27170 тенкĕ, 2011 çулта – 29020 тенкĕ таран ÿсĕ. Енчен те декретлă отпуск 2008 çул вĕçĕнче пуçланнă пулсан, 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тăсăлакан отпуск тапхăрĕшĕн пособи виçине çĕнĕрен шутласа парĕç.

Ача пособийĕсене юлашки хут 2008 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче хăпартнă. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен хăш-пĕр ача пособийĕсен виçисем ÿсĕç. Акă, çие юлнă хĕрарăма медицина учрежденийĕнче иртерех учета тăнăшăн пĕр хут тивĕçекен пособийĕн виçи 359,70 тенкĕ, ача çуралсан пĕр хут тивĕçекен пособи 9592,03 тенкĕ пулĕ. Ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн паракан пособин тулли уйăхри чи пĕчĕк виçи çакăн пек пулĕ: пĕрремĕш ачашăн – 1798,51 тенкĕ, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ытларах ачашăн – 3597,01 тенкĕ. Асăннă пособийĕн чи пысăк виçи 7194,02 тенкĕ пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика