АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Президент елкине хутшăннă

00:00 27 декабря 2008 г.

Çĕнĕ çул уявĕ çын чун-чĕринче малашлăх шанчăкĕ çуратать, ырă кăмăл-туйăм, çĕнĕ шухăш-ĕмĕт, савăнăç парнелет. Çавăнпа ăна кашниех çĕкленÿллĕ туйăмпа кĕтсе илме тăрăшать. Çĕнĕ çул елкинче ачасем уйрăмах савăнăçлă: вĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ, тĕрлĕ парнесене тивĕçеççĕ.

Кăçалхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Мишеркасси тата Шулю тĕп шкулĕсенчи 20 вĕренекен Чăваш Республикин Президенчĕн елкине хутшăннă. Вĕсем – ача-пăча пĕрлешĕвĕсен активисчĕсем, çамрăк талантсем тата вĕренÿ отличникĕсем. Çав кунхине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ елкăра республикăри кашни районтанах шкула çÿрекенсем йышлă пулнă. Пурте тĕрлĕ вăйăсем выляса, юрласа-ташласа, шÿтсем каласа савăннă. Уйрăмах пултарулăхпа ăсталăх кăтартакансем тăван яла парнесемпе таврăннă.

Президент елкине хутшăнни кашни ачан асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика