00:00 14 января 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн 2008 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнчи Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче" Çырăвне пурнăçлас тĕллевпе хула çумĕнчи тата хулари пурте усă курмалли автомобильпе электричество транспорчĕ çинче регионпа федераллă çăмăллăхçăсем валли çăмăллăхлă çул çÿрев билетне кăтартсан çăмăллăх сыхланса юласси пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвне çирĕплетнĕ.
Икĕ тĕрлĕ транспортпа çÿреме ирĕк паракан çул çÿрев билетне, унăн хакĕ 345 тенкĕ, 2008 çулта ĕçленĕ çул çÿрев билечĕсене сутмалли пунктсенче туянма пулать.
Çул çÿрев билечĕ Чăваш Ен территорийĕнче граждансене унификациленĕ социаллă картăсемпе усă курса (ИСС "Социальная карта") социаллă пулăшупа тивĕçтерме тата унăн учетне тума пулăшакан интеграциленĕ информаци тытăмне туса хуриччен вăйра тăрать. Социаллă картăсем граждансене чăннипе панă социаллă хавхалантарăвăн витĕр курăнакан механизмне туса хума, уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнине тĕрĕслесе тăма май парĕç.
2009 çулта çĕнĕ автобуссем туянма укçа уйăрнă, çакă халăха обществăлла транспортпа тивĕçтерессин пахалăхне ÿстерĕ. Общественноçа явăçтарса конкретлă маршрутсемпе рейссем кирлине палăртакан мониторинг ирттерсе тăрĕç, уйрăм турттаракансене тĕрĕслесе тăрассине вăйлатĕç. Çак мерăсем халăха, çав шутра çăмăллăхçăсене те, транспортпа тивĕçтерессине самаях лайăхлатма пулăшĕç.