00:00 21 января 2009 г.
Кăçал Н.П.Вазиков милици старшинине – патрульпе пост службин ушкăн командирне – «Республикăри чи лайăх милиционер» ятпа чысларĕç. Çак ятпа ăна ЧР Шалти ĕçсен министерствин тата шалти çарсен ветерансен Канашĕн председателĕ М.Ф.Киселев саламларĕ, малашне те обществăлла йĕркелĕхшĕн яваплăха туйса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Сăмах май, Николай Петрович йĕрке хуралĕнче 12 çул хушши тăрăшать. Службăра тăнă май, милици сотрудникĕ шырав вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ ĕнтĕ. Вăл халăх канлĕхне сыхлассишĕн, обществăлла вырăнсенче, урамсенче лăпкăлăх хуçалантăр тесе тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать.
Патрульпе пост службин ĕçĕ çăмăл мар. Н.П.Вазикова чуна çывăх ĕç йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать.
Л.Шивиркина