00:00 21 января 2009 г.
Этем çут тĕнчене хăна пулса килет те, вăхăт иртнĕçемĕн вара ĕмĕрлĕхех çухалать. Акă, районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулта 463 çын (242 арçын, 221 хĕрарăм) çĕре кĕнĕ, 2007 çулта çак хисеп 497-пе танлашнă. Шел те, иртнĕ çул пĕр çула çитмен 3 ача вилнине регистрациленĕ.
Пĕлтĕр арçынсем вăтамран 62 çул пурăнни паллă, хĕрарăмсем – 75. 2007 çулта арçынсен кун-çул тăршшĕ 60 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен – 75 çулах.
Юлашки çулсенче эрех ĕçекенсен хисепĕ ÿсни, çавна пулах пĕр-пĕрин хушшинче хирĕçÿ тухни те тепĕр чухне вилĕм сăлтавĕ пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 2008 çулта вилекенсенчен 5-шĕ эрехе пула çĕре кĕнĕ, виçĕм çул çакăн пек сăлтавпа вилнисем 17-ĕн пулнă.
Кăçалхи январĕн 19-мĕшĕ тĕлне 16 çын «леш тĕнчене» кайнă, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай пĕчĕкрех.
Л.ШИВИРКИНА.