00:00 24 января 2009 г.
Кăçал Хĕл ăсатăвне нихçанхинчен иртерех уявлатпăр. Район пуçлăхĕн А.Криковăн йышăнăвĕпе Хĕл ăсатăвне Вăрман леш енчи тăрăхра – Кив Атикассинче февралĕн 21-мĕшĕнче ирттерме палăртнă, февралĕн 22-мĕшĕнче – район центрĕнче.
Хĕл ăсатăвĕн уявне Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă. Çавна май савăнăçлă уявра ял тăрăхĕсенчи специалистсем, пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм çынсем çĕр ĕçченĕн ялти пурнăçĕпе культура шайне, йăли-йĕркисене, йăх-несĕлĕмĕрсен кун-çулĕпе ĕç-хĕлне уççăн кăтартса парĕç, юрă-ташăпа савăнтарĕç. Пухăннисем Çăварни икерчипе сăйланĕç, лашасен чупăвĕпе киленĕç, катаччи ярăнĕç, спорт ăмăртăвĕсенче вăй-хала çирĕплетĕç.