00:00 28 января 2009 г.
Таса шыв этем сывлăхĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте лайăх ăнланатпăр. Пахалăхлă шывпа усă курни çынна вăй-хал парать, чир-чĕртен хÿтĕлет. Çакна шута илсе, «Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăха 2005-2008 çулсенче паха таса шывпа тивĕçтересси» программа палăртнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул Пантьăк салинчи урамсене водопроводпа çыхăнтарнă. Халĕ ял çыннисем колонкăсенчен шыв илеççĕ, ĕлĕкхи пек çырма-çатрари çăлсем патне утмаççĕ.
2008 çулта яла шывпа тивĕçтерес ĕçре 4212,0 пин тенкĕ тăкакланă. Çав шутран республика бюджетĕнчен 236,4 пин тенкĕпе усă курнă. Çакна та палăртса хăвармалла. Кунта пурĕ 2009 погонлă метр водопровод хывнă, пĕр скважина чавнă тата шыв уçлакан пĕр башня вырнаçтарнă.
Хватукасси ялĕнчи плотинана та тĕпрен юсанă, çак ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 7530,0 пин тенкĕ уйăрнă.
Г.Петров