АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кирпĕч завочĕ пулать

00:00 28 января 2009 г.

Ишеккассинчи кирпĕч завочĕ Совет влаçĕн çулĕсенче хăйне май ĕçлесе пыратчĕ. Юлашки вăхăтра унăн хăвачĕ чакни сисĕнетчĕ-ха. Çулталăкра 2 миллион кирпĕч кăларнипех çырлахнă теме те пулать. Мĕншĕн тесен оборудовани кивелсе çитнĕ, ĕç вăйĕ çителĕксĕр пулнă. Халĕ ĕнтĕ «Хĕрлĕ Чутайри кирпĕч завочĕ» акционерлă общество пур. Вăл Раççей Федерацийĕн Çут çанталăк министерстви кирпĕч çапмалли чĕр тавар – тăм кăлармалли вырăн пирки ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Инвесторсем пулăшнипе производствăна аталантарма палăртнă.

Завод çулталăкра 40 миллион штук кирпĕч кăларакан пулать. Проектпа шырав ĕçĕсем тума иртнĕ çул бюджет тулашĕнчи 25,8 миллион тенкĕпе усă курнă. Заводăн смета хакĕ 610 миллион тенкĕпе танлашать. Ăна кăçал тума пуçăнаççĕ, çак тĕллевпе 250 миллион тенкĕлĕх уйрăм инвестицисем уйăрма палăртнă.

Паллă ĕнтĕ, халăх хуçалăхне паян кирпĕч сахал мар кирлĕ. Районăн аталану стратегийĕн программине пурнăçлас ĕçре çак строительство материалĕн пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк.

Г. Петров

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика