АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕлтĕрхи IV кварталти пурăнмалли чи пĕчĕк виçе

00:00 31 января 2009 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче социаллă паллăрах ыйтусене пăхса тухнă. Вĕсенчен пĕри – республикăри пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе шайлашăнакан укçа виçи.

Çакна палăртнă: 2008 çулхи IV кварталта, виçĕм çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, пурăнмалли чи пĕчĕк виçе пĕр çын пуçне вăтамран 2,2 процент (84 тенкĕ) ÿснĕ, 3981 тенкĕпе танлашнă.

Халăхăн социаллă-демографиллĕ ушкăнĕсем тăрăх иртнĕ çулхи IV кварталта пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе шайлашăнакан укçа ĕçлеме пултаракан çынсемшĕн 4295 тенкĕ (ÿсĕм 2,0 процент), пенсионерсемшĕн – 3145 (2,5 процент), ачасемшĕн 3859 тенкĕ (2,5 процент) пулнă.

Çакă çимелли продуктсен (53 тенкĕ) тата апат-çимĕç мар таварсен (25 тенкĕ) тăкакĕсене ÿстерсе янă. «Пулăшу» статьяри тăкаксем малтанхи шайрах юлнă. Вĕсем Атăлçи тăрăхĕнчи ытти регионсенчен пĕчĕкрех. Çавăн пекех пирĕн патра апат-çимĕç хакĕ те пысăках мар. Тĕслĕхрен, республикăра пĕр килограмм ыраш çăкăрĕ 19 тенкĕ те 67 пус тăрать. Мари Эл республикинче вăл 20 тенкĕ те 93 пус, Чул хула облаçĕнче 22 тенкĕ те 23 пус; Чăваш Енре пĕр литр сĕт хакĕ 24 тенкĕ те 60 пус, Чул хула облаçĕнче вара – 25 тенкĕ те 92 пус.

Атăлçи федераллă округри пур субъектра та пурăнмалли чи пĕчĕк виçе ÿснине палăртмалла. Чул хула облаçĕнче вăл 122 тенкĕ, Мари Элта – 121, Мордовинче 111 тенкĕ чухлĕ ÿснĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ çакна палăртнă: пурăнмалли чи пĕчĕк виçе ÿснĕ пулин те республикăри тавар туянасси виççĕмĕш квартал шайĕнчех е 2,22 юлнă. Нумай районсенче вăл чакнă. Мордовинче 2,26-ран 2,08 çити, Ульяновск облаçĕнче – 2,59-тан 2,29 таран, Чул хула облаçĕнче 2,98-тан 2,82 çити чакни паллă.

Çÿлерех илсе кăтартнă цифрăсем Чăваш Енре хаксем пĕчĕк хăвăртлăхпа ÿснине, çав вăхăтрах халăхăн çын пуçне лекекен укçа-тенкĕ тупăшĕ хăвăрт ÿссе пынине çирĕплетсе параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика