00:00 31 января 2009 г.
«Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕ иртнĕ çул районта чи пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртрĕ. Ÿсĕм хăй тĕллĕн килмен. Çĕр ĕç культурине лайăхлатса пыни, техникăпа пĕлсе, туллин усă курни çитĕнÿ тума пулăшнă. Атнарсем кăçалхи çур акине те тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра машина-трактор паркĕнче хĕрÿ ĕç пырать. Механизаторсем А.Куропаткин тĕп инженер ертсе пынипе техникăна йĕркене кĕртеççĕ. Паянхи кун тĕлне 8 трактор юсавлисен ретĕнче. Çавăн пекех 7 плуга, 3 сеялкăна, 8 культиватора хатĕрлесе çитернĕ.
Хуçалăхăн çĕнĕ техника та сахал мар. Вĕсене опытлă механизаторсене шанса панă. 2007 çулта туяннă БДМ-3,2х4 дискатор, ХТЗ-17221-0,9 трактор тата ытти агрегатсем ĕçре шанчăклă.
Г.Петров