АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Умра – пултарулăх коллективĕсен смотр-отчечĕ

00:00 04 февраля 2009 г.

Çулсеренех ял тăрăхĕсенчи предприятисемпе организацисен пултарулăх коллективĕсем смотр-отчетпа сцена çине тухаççĕ. Кăçал та ăна район пуçлăхĕн январĕн 22-мĕшĕнчи 13 номерлĕ йышăнăвĕпе февраль-апрель уйăхĕсенче «Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!» ятпа ирттерме палăртнă. Калас пулать, кăçалхи смотр-отчета ЧР Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртнине халалланă.

Смотр-отчет программинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, унти предприяти-организацисен ертÿçисен кĕске отчечĕ пулĕ. Унтан пултарулăх ушкăнĕсем ял пурнăçĕн йăлана кĕнĕ хăйне евĕрлĕ культурипе паллаштарĕç, çĕр ĕçченне мухтаса юрăсем шăрантарĕç, халăха кану вăхăтне усăллă та савăнăçлă ирттерме майсем туса парĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика