00:00 07 февраля 2009 г.
Февралĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ, Раççейĕн Юристсен ассоциацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн председателĕ Николай Федоров пĕтĕм Раççейри çак общество организацийĕн Мускавра иртнĕ виççĕмĕш съезчĕн ĕçне хутшăннă. Н.Федоров съездра тухса калаçнă, ăна Юристсен ассоциацийĕн президиумĕн йышне суйланă.
Çав кунах Чăваш Ен Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕн, Аслă арбитраж сучĕн председателĕсемпе Вячеслав Лебедевпа тата Антон Ивановпа, РФ Генеральнăй прокурорĕпе Юрий Чайкăпа, РФ Шутлав палатин председателĕпе Сергей Степашинпа, çавăн пекех Раççейĕн Юристсен ассоциацийĕн президиумĕн çĕнĕрен суйланă членĕсемпе тĕл пулнă.
Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн Юристсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн попечительсен канашĕн председателĕ – РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев.
К.Семенов