00:00 07 февраля 2009 г.
Ырă тăвас туртăм пирĕн кашнин пурнăçĕнче тĕп вырăнта пулмалла. Ку – чун-чĕре хушни. Акă, Хĕрлĕ Чутайри Крестовоздвижени чиркĕвĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Çветтуй Руç» ансамбль çынсемшĕн тăрăшас, вĕсене хĕрхенес, хавхалану кÿрес тĕллевсене пурнăçласа концертсемпе савăнтарсах тăрать. Нумай пулмасть асăннă ансамбль Улатăрти 2-мĕш номерлĕ хĕрарăмсен колонинче пулнă, ирĕк прависĕр хăварнă хĕрарăмсене çепĕç юрăсемпе савăнтарнă.
Палăртас килет, ансамбль йĕркеленнĕренпе ушкăн республикăри чылай тĕрмесене çитнĕ, ырăлăхпа тасалăх юррисене шăрантарнă, спектакльсем кăтартнă.
Улатăрти колонире ансамбль солисчĕсем – В.Улянды, Д.Спиридонова, Р.Хан, ташлакансем – Н.Стафик, К.Коршунов, Д.Матюшкин хăйсене пултаруллă кăтартнă. Çавăн пекех кĕçĕн ушкăнрисем те – Ольгăпа Мария Спиридоновасем, И.Чубайкина, пĕр тăван Шачковсем «Хур» ятлă спектакле чуна тивмелле вылянă.
Л.Иванова