00:00 18 февраля 2009 г.
2008 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче федерацин 2008 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" 319-мĕш статйи ĕçлеме пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн педагогика, медицина тата пултарулăх ĕçченĕсене пенсие маларах тухма ирĕк паракан ятарлă стаж шутне кирек епле харпăрлăх формиллĕ учрежденире (патшалăхăн, муниципалитетăн е уйрăм çыннăн) должноçра ĕçленĕ тапхăра кĕртеççĕ. Халиччен патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕнче вăй хунине кăна тĕпе хунă.
Стажа кĕмен
страхламан тапхăр
Федерацин 2008 çулхи июль уйăхĕн 22 -мĕшĕнче кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ 146-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕç пенсийĕн страховани пайне палăртмалли стажа страхламан çак тапхăр кĕрет:
- вăй питти çын пĕрремĕш ушкăн инвалидне, сусăр ачана е 80 çултан иртнĕ ватăна пăхнă вăхăт;
- контрактпа çар службинче тăракан упăшкисемпе çав вырăнта пурăнакан арăмĕсем вĕсемпе пĕрле ирттернĕ çулсем (енчен те ĕçе вырнаçма май килмен-тĕк), анчах пĕтĕмĕшле илсен пилĕк çултан мала мар;
- Раççей Федерацийĕн (СССРăн) консул учрежденийĕсенче, Раççей Федерацийĕн ют çĕршывсенчи дипломати тата яланхи представительствине янă çынсен мăшăрĕсем чикĕ леш енче пурăннă вăхăт, анчах пĕтĕмĕшле илсен пилĕк çултан мала мар.
Страховани стажĕнче халиччен çар службинче призывпа пулнă çулсене тата ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнă тапхăра (пĕтĕмĕшле илсен виçĕ çултан мала мар) кăна шута илнĕ.
Çак тапхăрсем страховани стажне кĕнĕ май (енчен те пенси ирĕкне хакланă чух вĕсене федерацин 2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи 173-мĕш саккунĕн 30 статйи тăрăх шута илмен- тĕк) малтан çирĕплетнĕ ĕç пенсийĕсен страховани пайне 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен граждансен 2009 çулта панă заявленийĕ тăрăх çĕнĕрен шутласа параççĕ, çулталăк иртсен – ыйтса çырнă уйăх хыççăнхин пĕрремĕш кунĕнчен.
Пытарма паракан пособи ÿсет
Федерацин 2008 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче "Федерацин "Виле пытарни тата пытару ĕçĕ çинчен" саккунĕн 9 тата 10 статйисене улшăну кĕртесси çинчен" 238-мĕш саккунĕ тăрăх виле пытарма уйăракан социаллă пособи виçине 4000 тенке çитернĕ (унччен 1000 тенкĕ пулнă).
Вилнĕ пенсионера пытарассине хăй çине илнĕ граждансене – Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн управленийĕ пособи тÿлеме 2009 çулхи январьте заявлени панисене ăна пенсионер вилнĕ куна пăхмасăр пособие пысăклатнă виçепе тÿлеççĕ. Пĕртен-пĕр услови – çын вилнĕренпе ултă уйăх иртиччен ыйтса çырни.
Вилнĕ граждансен тăванĕсен пытарма паракан пособие çак ведомствăсенче ыйтмалла:
- Пенси фондĕнчен – вилес умĕн ĕçлемен пенсионерсемшĕн;
- Социаллă страховани фондĕнчен (гражданин виличчен ĕçленĕ е вилнĕ çул çитмен çамрăкăн ашшĕ-амăшĕнчен пĕри ĕçленĕ организаци урлă) – ĕçленĕ граждансемшĕн тата ĕçлекен граждансен çемйин çул çитмен членĕсемшĕн;
- халăха социаллă хÿтлĕх паракан органран – ĕçлемен граждансемшĕн тата вилнĕ кун тĕлне пенсионер пулманнисемшĕн (вĕсем пурăннă вырăнта).