00:00 04 марта 2009 г.
Хальхи вăхăтра патшалăх хушма хуçалăх тытакан граждансене тивĕçлĕ пулăшу парать. Акă, «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне ĕçе кĕртнĕ май кăçалхи февралĕн 27-мĕшĕ тĕлне районти ултă çын пурĕ 1474 пин тенкĕ кредит илнĕ. Заемщиксен тÿпи 15,2 процентпа танлашать. Кредит валли кирлĕ хутсем хатĕрлесси Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче уйрăмах аван пынине палăртма пулать.
Пĕтĕмĕшле илсен, ял çыннисем патшалăх панă укçа-тенкĕпе усă курса ял хуçалăх техники, ăратлă выльăх, строительство материалĕсем туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усрамалли çурт-йĕре юсаса çĕнетеççĕ.
Г.ПЕТРОВ.