АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канашсем çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртеççĕ

00:00 11 марта 2009 г.

ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров иртнĕ эрнере Канашри пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене çитсе курнă. Хула сывлăх сыхлавĕнче тĕнче шайĕнчи çĕнĕлĕхсене хăюллăн ĕçе кĕртсе пынăран Николай Васильевич пĕрре тĕлĕннĕ, тепре чунран савăннă.

Юн тымарĕсен чирĕпе нумай çын аптăрать. Тымарсем пĕрĕнеççĕ е сарăлаççĕ. Çавна май пуç мимине юн пыма пăрахать (инсульт), юн çÿреми пулнипе ÿтĕн пĕр-пĕр пайĕ ĕçлемест (инфаркт). Сипленесчĕ тесе çынсем Мускава çитиех каятчĕç. Анчах вырнаçма йывăрччĕ унта. Сасартăк аптăраса ÿкнипе, тухтăрсем çын пурнăçĕшĕн тем пек кĕрешсен те, вилекен сахал марччĕ. Йывăр чирпе кĕрешес тĕллевпе юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрлере ятарлă центрсене хута ячĕç. Кăçал кăрлач уйăхĕнче юн тымарĕсен чирĕсен пуçламăш тапхăрне сиплекен центр Канашра та уçăлчĕ. Вăл чиркÿ çывăхĕнчи икĕ хутлă çуртра вырнаçнă.

Кунта тĕрлĕ профильлĕ специалистсем – логопедсем, неврологсем, физиотерапевтсем, психотерапевтсем, сиплев физкультурин тухтăрĕсем – вăй хураççĕ. Вĕсен пĕрлехи килĕшÿллĕ ĕçне тата çĕнĕ технологие пула кашни виççĕмĕш пациент производствăна таврăнать. Кăçал икĕ уйăхра, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, инсультпа вилекенсен йышĕ 15 процент чакнă, инфарктпа – 22 процент. Кăткăс темиçе операци тунă.

Центрта 14 тухтăр вăй хурать. Вĕсем çĕршыври чи лайăх профессорсем патĕнче хушма пĕлÿ илнĕ. Андрей Дьячков Мускавра хатĕрленÿ курсĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. «Пирĕн оборудовани унтинчен те лайăхрах», – савăннине пытармасть вăл. Тĕл пулура çакăн çинчен Николай Федоров Президента та пĕлтернĕ. «Эпир чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешес ĕçре курăмлă кăтартусем тума тивĕç. Ун валли мĕн кирли йăлтах пур», – тенĕ Николай Васильевич.

Центрта тĕнче шайĕнчи оборудовани вырнаçтарнă. Кун çинчен врачсем унччен ĕмĕтленмен те. Информаципе телекоммуникацин пĕрлехи анлăшĕнче халăха консультаци паракан центр талăкĕпех ĕçлет. «Компьютер томографĕ çинче пациент сывлăхне тĕпчесе-тишкерсе 12 çеккунтрах тĕрĕс диагноз лартатпăр», – пĕлтернĕ центрăн тĕп врачĕ Курбан Эскеров.

Е.ГРИГОРЬЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика