00:00 14 марта 2009 г.
Юн парасси – кашни сывлăхлă çыннăн тивĕçĕ. Медицина эмел таврашĕнчен пуян тейĕпĕр, анчах тепĕр чухне юн ямасăр çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май çук. Çавăнпа сывлăхлă çынсен юн памалла. Юн пани – пархатарлă. Çак тĕллевсемпе ĕнтĕ республикăра, çавăн пекех районта та тăтăшах Донор кунне йĕркелеççĕ.
Палăртма кăмăллă, район территорийĕнче пурăнакансем юн парас мероприятие çултан-çул лайăх хутшăнаççĕ. Вĕсем хушшинче ку енĕпе хисепе тивĕçнисем чылаййăн. Акă, паянхи куна районта «Раççей хисеплĕ донорĕ» ята илнисем 33 çын шутланаççĕ, 2-шĕ – «СССР хисеплĕ донорĕ». Кĕçех тата 2-3 çын çак ятсене тивĕçмелле. Асăнса хăварар, çак хисеплĕ ятпа çын 40 хутчен е ытларах юн парсан чыслаççĕ. Вĕсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе те тивĕçтереççĕ.
Черетлĕ «Донор кунĕ» тĕп больницăра мартăн 17-мĕшĕнче иртĕ. Мартăн 19-мĕшĕнче вара – Атнарти врач офисĕнче.