АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Амăшĕн капиталĕпе усă курасшăн

00:00 18 марта 2009 г.

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пурăнмалли çурт е хваттер туянма илнĕ кредит е займ процентне тата тĕп парăма татас тĕллевпе амăшĕн капиталĕпе усă курма пулать. Малтан амăшĕн капиталĕпе ача виçĕ çул тултарсан çеç усă курма юрать тенĕччĕ. Сăмах май, 2007 çултанпа Чăваш Енре 2-3 тата ытларах ача çуратакан ача амăшĕсене пурĕ 11 пин сертификат пани паллă, районпа илсен – 175. 2009 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче районти 18 телейлĕ амăшĕ сертификат илме заявлени çырнă.

Чăваш Республикинче юлашки 2 уйăхра амăшĕн капиталĕпе хваттер е кил-çурт условийĕсене лайăхлатма усă курас тĕлĕшпе 700 çын (200 миллион тенкĕлĕх) заявлени çырнă. Çавăн пекех РФ Пенси фончĕн районти уйрăмне те ку енĕпе 5 çын (1418,5 пин тенкĕлĕх) заявлени тăратнă.

Л.Иванова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика