00:00 18 марта 2009 г.
Николай Федоров Президент ертсе пынипе иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен чылайăшĕ йышăннă саккунсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра реформа ирттерме пулăшакан фонд тĕп юсав ĕçĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен» саккун проектне ЧР Хула строительствин тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министерстви сĕннĕ.
Ведомство ертÿçи Александр Гончаров ларура пĕлтернĕ тăрăх, çак укçа-тенкĕ Чăваш Ене килсе çитнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме фонд – 863,3 млн, республика бюджечĕ 125 млн тенкĕ уйăрнă, ăна пурнăçламалли ĕç калăпăшне шута илсе муниципалитетсене пайласа панă. Анчах ЧР финанс министрĕ Николай Смирнов палăртнă тăрăх, Раççей Правительстви субъектсем валли укçа-тенкĕ сахалрах уйăрать. «Эппин, кашни тенкĕпе туллин усă курмалла, перекетленĕ укçапа çак объектсенче ытларах ĕç тумалла, çакна протоколтах палăртмалла», – сĕнчĕ Президент.
«Ачаллă граждансене паракан патшалăх пособийĕсен индексаци виçине палăртасси çинчен» саккун проектне вара кун йĕркине ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви тăратнă. Республика Правительстви инфляци шайне шута илсе кăçал ăна индексацилесшĕн. Сывлăх сыхлавĕн министерстви апрель уйăхĕнчен ача пособине пĕлтĕрхи виçерен 6 процент ÿстерме сĕнет. Ларăва хутшăннисем çак саккун проектне ырларĕç.
Чăваш Енри вăрман хуçалăхĕнчи предприятисен ĕç-хĕлне тухăçлă йĕркелес тĕллевпе республикăри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Çурçĕр вăрман хуçалăхĕ» организацие хăй тытăмне илесшĕн. Çавна пула пысăкланнă «Кăнтăр вăрман хуçалăхĕ» предприяти ăна панкрута тухасран сыхласа хăварĕ. «Çурçĕр вăрман хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелесси çинчен» саккун проекчĕ пирки те ларăва хутшăннисем тивĕçлĕ йышăну турĕç.
Министрсем çавăн пекех ларăвăн кун йĕркине тăратнă «Чăваш Республикинчи хаксемпе тарифсене палăртас йĕрке çинчен» тата «Чăваш Республикинчи муниципалитет служби çинчен» саккунсене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕсене сÿтсе яврĕç, вĕсене ырларĕç, ЧР Министрсен Кабинечĕн малтанхи хăш-пĕр йышăнăвне хушăмсем кĕртрĕç.
М.Иванов