00:00 18 марта 2009 г.
Çĕнĕ Шупашкар хулин «Химик» культура керменĕнче республикăри ачасен хореографи пултарулăхĕн VI конкурсĕ «Савăнăçлă пушмак» ятпа иртнĕ. Унта республикăри районсемпе хуласенчен 500 ытла ача хутшăннă. Çакă конкурс пĕлтерĕшĕ çултан-çул ÿссе пыни çинчен калать. Çамрăк ăру пĕр-пĕринпе тĕл пулса хăйсен ăсталăхне кăтартма хатĕр.
«Химик» культура керменĕн сцени çинче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ачасен искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Н.И.Храмова преподаватель ертсе пынипе ачасем икĕ композици – «Ÿкиччен ташлатпăр» тата «Кушак каçĕ» кăтартнă. Авторитетлă жюри пирĕн çамрăк ташă ăстисен пултарулăхне хакласа «Эстрада ташши» номинацире виççĕмĕш вырăна тухнă тесе йышăннă.
Çамрăк ташлакансене çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр!
Г.Петров