00:00 21 марта 2009 г.
Раççей Правительстви 2006 çулхи октябрь уйăхĕнче ача çуратассине ÿстерес тĕллевпе «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин хушма мерисем çинчен» саккун йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2007 çултан пуçласа иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакансене 250 пин тенкĕ пама палăртнăччĕ. Паллах, ăна çак таранччен инфляцие кура индексацилерĕç. Палăртма кăмăллă, 2009 çулта амăшĕн капиталĕн виçи 313 пин тенкĕне çити ÿсĕ.
Патшалăх ача амăшĕсене хавхалантарса пулăшса пынă чухне хĕрарăмсен пепке çуратмалла. Кризис тесе алла усмалла мар. Шăпах кризисра ача çуратмалли вăхăт. Çамрăк çемьесем, ачасем – пирĕн çутă пуласлăх. Çуратăр ача, чечеклентĕр тĕнче.
Л.ЗАЙЦЕВА.