АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сĕт: паян кам малта?

00:00 25 марта 2009 г.

Ял экономикине тĕпрен вăйлатас тесен выльăх-чĕрлĕх йышлă усрамалла, унран илекен тупăша ÿстерсе пымалла. Çакна хуçалăхсен ертÿçисемпе ял хуçалăх специалисчĕсем лайăх ăнланаççĕ темелле. Анчах та пур çĕрте те ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыраймаççĕ çав.

Акă, хальхи вăхăтра районти коллективлă предприятисенче 1543 пуç ĕне тытаççĕ. Дояркăсем ĕне пуçне куллен 11,1 килограмм сĕт сăваççĕ. Сăмах май, иртнĕ çулта çакăн пек кăтартăвах пулнă. Тĕпрен илсен, кунне районĕпе 17180 килограмм сĕт пухăнать. Унăн 85 процентне патшалăха сутаççĕ.

Кашни ĕнерен куллен сĕт сăвассипе "Телей" хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. Хальхи вăхăтра кунти кашни ĕне талăкра вăтамран 20,7 килограмм сĕт антарать. "Свобода" колхоз кăтартăвĕ те аван – 19,1 килограмм.

"Асамат" обществăра вара пачах урăхла ÿкерчĕк. Кунти кашни ĕне куллен вăтамран 4,4 килограмм çеç сĕт парать. Сĕнтĕкçырми ферминчи ĕнесем вара – качакаран та сахалрах, кунне 1,7 килограмм кăна продукци антараççĕ.

Çакă мĕн çинчен калать-ха; Хуçалăх çу кунĕсенче пахалăхлă выльăх апачĕ сахал хатĕрленĕ. Кунта ăратлăх ĕçне те юхăнтарса янă. Хуçалăх дирекцийĕ фермăра тăрăшакансене тивĕçлипе ĕç укçи тÿлемест.

Г.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика