00:00 28 марта 2009 г.
Раççей, Чăваш Республикин правительствисем халăха тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхлă пулăшу пама тăрăшаççĕ. Акă, «Таса шыв» программа этем сывлăхĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе район территорийĕнче Урикасси, Ачкасси, Ишеккасси, Пантьăк ялĕсенче скважина чавса шыв уçлакан башньăсем вырнаçтарнă. Унти ял çыннисем шыв пăрăхĕсенчен юхакан таса шывпа усă кураççĕ.
Пантьăк ялĕнчи урамсене те шыв пăрăхĕсем вырнаçтарнă. Анчах кунти шыв уçлакан башня йĕркеллех ĕçлеймест иккен – паянхи кун та насоссем юрăхсăр лараççĕ. Сăмах май, Пантьăк ял тăрăхĕнчи çынсем уйрăмах шывсăр нушаланса пурăнаççĕ. Шыв çăл куçĕ питĕ тарăн кунта. Юрать-ха, шкул территорийĕнче вырнаçнă башня вĕсене йывăрлăхра çăлса пырать.
Л.ШИВИРКИНА.