АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Нумай ачаллă кил хуçи хĕрарăмĕсене ĕç укçи тÿлесшĕн

00:00 11 апреля 2009 г.

Экономика кризисĕ витĕм кÿнипе çынсен кăмăл-туйăмĕ те улшăнчĕ. Вĕсем пурнăç çине сÿрĕкрех пăхма пуçларĕç. Нумайăшĕ ĕç вырăнĕсĕр те тăрса юлчĕ. Ача çуратас шутлă пулнă хĕрарăмсем те ку ыйтăва татса пама тăхтаççĕ. Кризис вăхăтĕнче шăпах ача çуратмалли вăхăт теес килет манăн. Мĕншĕн тесен çак тапхăрта патшалăх уйрăмах ачаллă çемьесене, аслă ăру çыннисене пулăшма тăрăшать. Акă, Раççейри депутатсем 3 е ытларах ача ÿстерекен кил хуçи хĕрарăмĕсене (домохозяйка) кашни уйăхра ĕç укçи тÿлеме, ачасемпе ларнă тапхăра стажа кĕртме палăртакан саккун проектне хатĕрлеççĕ. Раççей Президенчĕ Д.Медведев ку шухăша ырланă, экономикăпа финанс енчен – тишкерÿ тума, унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе – çак саккуна йышăнма майсем пуррипе çуккине пăхса тухма сĕннĕ.

Нумай ачаллă кил хуçи хĕрарăмĕсене, социаллă хÿтлĕх органĕсене территорисене тирпей-илем кÿрессипе обществăлла ĕçсене ирттерме ĕç вырăнĕсене уçма уйăрнă укçа-тенкĕрен, тÿлеме палăртаççĕ. 2010 çулхи январьтен, пенси реформипе килĕшÿллĕн, ачасемпе ларнă вăхăта стажа кĕртни пепке çуратма хушма хавхалану пулĕ. Кризисра ку уйрăмах паха.

Ачасене воспитани панишĕн укçа илме кăмăл тăвакан, анчах та тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрман ашшĕ-амăшне ку тÿлеве пама чарăнмаллине те пăхса тухаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика