00:00 15 апреля 2009 г.
Кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕ иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Акă, Хĕрлĕ Чутай районне наци проекчĕсене пурнăçлассипе республикăри чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿ тесе йышăннă. "Чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿ ята Атнар ял тăрăхĕ çĕнсе илнĕ, "Инвестицисене явăçтаракан чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿ" – Пантьăк ял тăрăхĕ, "Информаци пĕрлĕхĕн сферинчи чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿ" – Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ, "Культурăпа массăллă ĕçсене йĕркелессипе чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿÿ" – Штанаш ял тăрăхĕ, "Пуçлăхăн чи лайăх уйрăм хушма хуçалăхĕ" – Тралькасси ял тăрăхĕн ертÿçин А.Мурайкинăн, "Ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ" – Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Праулов, "Чи лайăх муниципаллă ĕçчен" – райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ А.Кузьмин тата Ачкасси ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ Л.Спиридонова, "Халăх ĕçне чи лайăх тăвакан" – Хĕрлĕ Чутайри Н.Чишкина, Питĕркассинчи З.Перепелкина, Шĕмшешри В.Полозин, Кив Атикассинчи Н.Тиверкин.
Çĕнтерÿçĕсене апрелĕн 10-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура дипломсем, вымпелсем парса чысланă.
Г.Петров