00:00 15 апреля 2009 г.
Нумай пулмасть районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен кунĕ пулса иртнĕ. Унта пухăннисене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин 2008 çулхи пĕчĕк предпринимательствăн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн çумĕ А.Быченков Чăваш Ен правительстви финанс кризисĕ вăхăтĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшмалли мерăсем çинчен каласа панă. Вăл çакна палăртнă: кăçалтан пуçласа республикăра венчур фончĕ ĕçлеме пуçлать, унăн калăпăшĕ 280 миллион тенкĕпе танлашать. Тин кăна ĕçе пуçăнакан предпринимательсене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйту çинче те чарăнса тăнă.
"Бизнес технологийĕсен шкулĕ" АНО менеджерĕ Т.Макарова бизнес шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, Раççей Перекет банкĕн Етĕрнери уйрăмĕн кредит пайĕн начальникĕ Т.Теплякова Перекет банкĕ бизнеса аталантарма пулăшакан мерăсемпе паллаштарнă. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх учрежденийĕн директорĕ П.Микишин ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăна мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа панă.
Г.Петров