00:00 15 апреля 2009 г.
Хаçат пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вăл – информаци çăл куçĕ. Эпир те, «Пирĕн пурнăç» хаçат ĕçченĕсем, вулакансене ырă та усăллă статьясемпе, хыпарсемпе паллаштарма тăрăшатпăр. Пирĕн ĕçе чăннипех те вырăна хуни вара хавхалантарать, творчествăлла пултарулăха ÿстерме вăй-хăват парать. Акă, çак кунсенче хаçатăн сайтне Эстонирен çыру килчĕ. Ăна пирĕн ентеш В.Сапожников çырать иккен. Вăл çырура «Пирĕн пурнăç» хаçатпа сайт урлă паллашнине, аякра чăннипех те районти хыпарсене пĕлес килнине шăрçаланă.
Районăн экономикăпа социаллă аталанăвне, çынсен ăсталăхне сăнлакан материалсемпе пирĕн ентешсем çак адреспа паллашма пултараççĕ: http,ŸŸwwwĕgovĕcapĕruŸmainĕasp.govidç599