00:00 18 апреля 2009 г.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен» саккунне улшăнусем кĕртнĕ хыççăн, амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт е хваттер туянмашкăн илнĕ кредит е займ процентне тата тĕп парăма татма усă курма юрать. Районти Пенси фондне паянхи куна пилĕк çемье ипотекăна тÿлесе татас тĕллевпе амăшĕн капиталне илме (1418,5 пин тенкĕлĕх) заявлени тăратнă. Пилĕк çемьен ыйтăвне те татăклăн татса панă, вĕсем çывăх вăхăтрах амăшĕн капиталĕн укçипе усă курĕç.
Саккунпа заявленисене уйăх хушшинче пăхса тухмалла. Вĕсене лайăх енчен татса парсан, икĕ уйăх хушшинче амăшĕн капиталĕн укçине кредит тÿлеме Перекет банкне куçараççĕ.
2007 çултанпа районта амăшĕн капиталне илме 130 сертификат панă. Паянхи куна амăшĕн капиталĕн виçи 299731 тенкĕ те 25 пуспа танлашать.
Л.Зайцева