АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Акана вĕçленĕ

00:00 06 мая 2009 г.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев кăçалхи çур акине пур çĕрте те майăн 12-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллине палăртса каларĕ. Ку çапла пулмалла та ĕнтĕ. Тăпрара нÿрĕк сахал, çавăнпа та уй-хир ĕçĕсене хăвăрт, пахалăхлă вĕçленин усси пысăк.

Районти "Нива" ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕсем уяв кунĕсенче те ака-суха ĕçĕсенче пысăк тăрăшулăх кăтартнине палăртма кăмăллă. Вĕсем эрне хушшинче çурхи культурăсене акас ĕçе вĕçленĕ. Тăпрана вăрлăх варăнтарас ĕçе куллен ултă-çичĕ агрегат хутшăннă. Тырра минерал удобренийĕсемпе хутăш акса хăварнă. Маларах хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешсе ăна им-çамланă. Пурĕ 403 гектар çине тырă акнă.

"Нива" хуçалăхăн кĕрхи калчасем 425 гектар йышăнаççĕ. Вĕсене минерал удобренийĕсемпе апатлантарса пĕтернĕ, сÿрсе тухнă.

– Кăçал гектар тухăçне иртнĕ çулхинчен ÿстерме шанчăк пур, – теççĕ кооператив ертÿçисем. – Турри пулăшсан, хамăр тăрăшсан палăртнă чикĕсене çĕнсе илетпĕрех.

Çакна та палăртмалла: Туканашри "Дар-Бройлер" тата "Нива" хуçалăх сен ертÿçисем хĕрÿ тапхăрта пĕр-пĕрне пулăшма калаçса татăлнă. Çавна май, "Нива" акана вĕçлесен, асăннă икĕ хуçалăхăн пушă тракторĕсем Туканашри "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрикин уйĕсенче ĕçлеме тытăнчĕç. Паян кунта та акана вĕçлеççĕ ĕнтĕ. Сăмах май, çурхи культурăсене 500 гектар çинче акса хăварма палăртнă.

Хĕрÿ ĕçе 5 сеялка тата "Джон-Дир" трактор хутшăннине асăнмалла. Калас пулать, "Джон-Дир" агрегатпа В.Чумаков тата С.Майоров 12-шер сехет ылмашăнса пĕр чарăнми ĕçленĕ. Çавăн пекех С.Петров тата М.Николаев трактористсем те хастарлăх кăтартнă. В.Степанов, Н.Федоров, А.Артемьев водительсене те ырăпа асăнмалла. Пурте хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, акана хăвăрт та пахалăхлă вĕçлессишĕн вăй-халне шеллемен.

Туканашри "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрикинче тимлекенсене пулăшма килнĕ "Нива" ЯХПК ĕçченĕсене те палăртса хăвармасăр иртме çук. В.Лаптев, В.Шипеев, А.Кошелев трактористсем, И.Воронов водитель çур акинче пысăк пулăшу панă.

Г.Анисимов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика