00:00 16 мая 2009 г.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви ирттернĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас тĕлĕшпе муниципаллă программăна пулăшмалли грантсем тăратас енĕпе республикăри конкурсра Хĕрлĕ Чутай районĕ çĕнтернĕ. Çапла вара бизнесăн пуçламăш субъекчĕсене валли 129 пин тенкĕ уйăрса панă.
Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен районта харпăр хăй бизнесне йĕркелеме малашлăхлă, экономика тĕлĕшĕнчен кирлĕ проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртессипе конкурс йĕркеленĕччĕ. Унăн пуçаруçи – район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, комисси протоколĕпе конкурс ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма районти Андрей Михайлович Кузьмин уйрăм предпринимателе 45 пин тенкĕпе, «Строительные ресурсы» тулли мар яваплă обществăна – 43 пин, «Витрум» обществăна 41 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ.
Г.ПЕТРОВ.