00:00 16 мая 2009 г.
Çул-йĕр тимсĕрлĕхе каçармасть. Майăн 12-мĕшĕнче Мăн Этменте пулнă авари те çакна çирĕплетет.
Тăр кăнтăрла Мăн Этмен çынни, В.Михеев, транспортпа çÿреме ирĕк паракан удостоверенине маларах туртса илнĕ, ÿсĕрле руль умне ларнă та çăмăл автомашинăпа çула тухнă. Инçе каяйман çакскер, Çĕмĕрле енчен килекен «МАН» маркăллă фургон çине кĕрсе кайнă. Юрать-ха, аварире пĕри те вилмен. Çăмăл автомашина юрăхсăра тухнă. Саккуна пăхăнман водителе 10 кунлăх административлă майпа арестленĕ.
Ю.ЕРБУЛАТКИН, шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.