00:00 16 мая 2009 г.
Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров «Раççей» телеканалпа кăтартакан «Сельский час» программа журналисчĕсемпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă. Шупашкар заливĕ хĕрринчи калаçура ялăн социокультура пурнăçĕн тата Чăваш Ен агропромышленноç комплексĕн экономикин аталанăвĕ çинчен сăмах пынă.
Икĕ кун, май уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче, Мускавран килнĕ ÿкерÿ ушкăнĕ республикăри АПК тата апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсене, ялсенчи бассейнлă физкультурăпа спорт комплексĕсене, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура учрежденийĕсене çитсе курнă. Журналистсем çавăн пекех ялти специалистсене патшалăх пулăшăвĕ кÿмелли республика программисем мĕнле пурнăçланнипе кăсăкланнă.
Чăваш Ен çинчен калакан сюжета май уйăхĕн 23-мĕшĕнче тухакан эфирта пăхма пулать.