АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ака-суха ĕçĕсем вĕçленеççĕ

00:00 20 мая 2009 г.

Çурхи ака-суха ĕçĕсем район уй-хирĕнче кĕçех вĕçленеççĕ. Майăн 18-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче пурĕ 4529 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. Ку вăл планăн 97,8 проценчĕпе танлашать. Пĕтĕмĕшле илсен, 1514 гектар çине çурхи тулă, 1694 гектар – урпа, 146 гектар пăрçа йышши тырă вăрлăхне тăпрана варăнтарнă. Тырă акас ĕçе «Нива» (121 процент), «Коминтерн» (100), «Победа» (145,9), «Авангард» (158,8), «Аккозинский» (100), В.Никитин фермер хуçалăхĕ (102,4) акана вĕçленĕ. Шел пулин те, «Асамат», «Путь Ильича», «Сура» коллективлă предприятисенче ку ĕç юларах кайрĕ.

Çĕр улмине палăртнин 66,7 процентне лартнă.

Районта хăмла тымарĕсене касас тата çип тăрăх çакас ĕç пырать. Ку таранччен сакăр гектар йышăнакан лаптăкри тымарсене касса тухнă, пĕр гектар çинче ăна карнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме çанталăк пысăк чăрмавсемех кăларса тăратмарĕ. Ку малта пыракан хуçалăхсене акана лайăх пахалăхпа, кĕске вăхăтра вĕçлеме май пачĕ.

Г.Петров

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика