00:00 23 мая 2009 г.
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов çак кунсенче Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче 2009 çулхи Республика кунĕн йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттернĕ.
Ларура Шупашкарти II экономика форумне, Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XVII «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне, Пĕтĕм Раççейри ал ăстисен VII «Ăстасен Руçĕ» конкурсне, Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен II фестивальне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, республикăн тĕп праçникне уявлассин çивĕч ытти темине çĕкленĕ.
Аса илтерер: 2009 çулта уяв Вăрмар районĕнче тата Чăваш Ен тĕп хулинче иртет. Вăрмар поселокĕнче физкультурăпа спорт комплексне, халăх историпе тавра пĕлÿ музейне уçма палăртнă. Шупашкарăн кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче ясли-сад хута каймалла, Президент бульварĕпе Мускав проспектне çыхăнтаракан транспорт магистральне, Федерацин ортопеди, травматологи тата эндопротезировани центрĕ патне пыракан троллейбус линине уçма пăхнă. Пысăк суту-илÿ центрĕ ĕçлеме пуçламалла. Республикăн тĕп хулинчи уяв программине 32 концерт площадки хутшăнĕ. Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар заливĕ çийĕн каçхи тÿпене уяв фейерверкĕ илемлетĕ.
С.Гапликов премьер йĕркелÿ комитечĕн членĕсене тĕрлĕ хушу панă, праçник мероприятийĕсене хатĕрленĕ чухне техника тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине, Республика кунне çÿллĕ шайра ирттерес тĕллевпе пурин те çине тăрса тата алла-аллăн ĕçлемеллине палăртнă.
Н.Иванов