00:00 27 мая 2009 г.
Район уй-хирĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ. Тыр-пул ăстисене ĕçре çитĕнÿсем тунă ятпа район пуçлăхĕ Александр Криков ăшшăн саламланă. Çакна палăртнă: паянхи кăтарту – хуçалăхсенче йĕркелÿ ĕçĕсене пĕлсе туса пыни, специалистсемпе механизаторсем районти агропромышленноç комплексне çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыни. Александр Иванович çавăн пекех çĕр ĕç ăстисем малашне те хăйсем хуçалăх ĕçне хастар хутшăннине кăтартса парасса шанса тăни çинчен каланă. Ял çыннисене ăнăçлă ĕçлеме, вăйлă тыр-пул туса илме вăй-хал суннă.
Çур акинче 4651 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă, 14 гектар çĕр улми лартнă. Ултă гектар йышăнакан хăмла плантацийĕнче çуркуннехи ĕçсене вĕçленĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче чылай хуçалăх ертÿçи, специалистсем, механизаторсем ума лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн вăй-хала шеллеменни савăнтарать.
Г.ПЕТРОВ.