00:00 30 мая 2009 г.
Çак кунсенче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Тĕп темăсенчен пĕри çур акипе тата малашлăх тапхăрпа çыхăннă. Май уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне çурхи культурăсене 100 проценчĕпех акса пĕтернĕ, федерацин Атăлçи округĕнчи кăтарту – 86 процент, Раççейпе – 74 процент. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсене, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 16 пин гектар е 16,5 процент пысăклатнă, çĕр улмине 2,5 пин гектар е 15 процент ытларах лартнă. Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Элĕк районĕсенчи хуçалăхсем çурхи культурăсене палăртнă чухлĕ акса-лартса пĕтереймен-ха, анчах кая юлса пыракан муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче те ырă улшăнусем куç кĕрет. "Ĕç пĕтĕмĕшле япăх мар пырать. Çакă республикăпа унăн муниципалитет пĕрлешĕвĕсен экономикине витĕмлĕ тĕрев парать", – палăртнă Президент. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев ял ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсене палăртнă. Ку – калчасене лайăх пăхса тăрасси, техникăна вырмана хатĕрлесси, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртесси, выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçласси.
Канашлура çавăн пекех муниципалитет пĕрлешĕвĕсен бюджечĕсен тăкакĕсене чакарассин ыйтăвĕсене пăхса тухнă, вĕсен уставĕсене улшăнусем кĕртнĕ, çивĕч ытти ыйтăва тишкернĕ.
А.Васильев