00:00 03 апреля 2010 г.
Апрелĕн 6-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 80 çул çитет. Çавна май, хаçатăн Çуралнă кунĕ çитес умĕн, редакци коллективĕ чылай мероприяти ирттерчĕ (кун пирки пирĕн сайтри материалсемпе те паллашма пултаратăр, адресĕ: http://www.gov.cap.ru/main.asp?govid=599
Палăртма кăмăллă, хаçат редакцийĕ çинчен Чăваш телевиденийĕ те кĕскен паллаштарчĕ. Çавăн пекех, хаçатри ĕçченсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленекенсен "Россия" телеканалпа Чăваш программине апрелĕн 6-мĕшĕнче тепĕр хут курса паллашма май пур.
(Пирĕн инф.)