АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пирĕн кунта тăван та, юлташ та çук"

10 декабря 2014 г.

"Пирĕн кунта тăван та, юлташ та çук"

Украинăран тарса килнĕ Зарайскисен Чăваш Енре тăван та, тус-юлташ та çук. Апла пулин те вĕсене пирĕн районта лайăх йышăннă.

Валентинăпа Владимир Зарайскисем Донбасри Лисичанск ятлă пысăк промышленность хулинче пурăннă, вăл Луганскран 90 çухрăмра вырнаçнă. Çемье тымарĕсем те çавăнтанах. Владимир Иванович хăй вăхăтĕнче шахтăра, Валентина Васильевна хулари резинăпа техника заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çемьен мирлĕ пурнăçне шутламан-туман, кĕтмен çĕртен вăрçă татнă. Украинăри асар-писер пăтăрмахсем пуçлансанах Зарайскисем ниçта тухса каясси пирки те шутламан. Анчах каярахпа вĕсем пурăннă вырăна малтан пĕр снаряд, унтан тепри, виççĕмĕш вĕçсе килсе çуртсене аркатма пуçласан ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе тунă пурлăх пирки мар, çемьене, ачисене çăлмалли пирки хыпăнса ỹкнĕ.

Ăçта каймалла? Зарайскисен хĕрĕ хăйсен хуйхине Мускавра пурăнакан палланă чăваш хĕрарăмне каласа панă. Уçă та ырă чĕреллĕ хĕрарăм пулăшма хатĕррине, чăваш ялĕнче тăватă çул каялла вилнĕ ашшĕн çурчĕ пушă ларнине пĕлтерсе унта кайма сĕннĕ.

- Йĕри-тавра вут-хĕм алхаснине, юнашартах тăхăр хутлă çурта сирпĕтнине курма çав тери хăрушă. Хамăр çуралнă çĕр-шывран ирĕксĕрех кайма шутларăмăр. Мăнукпа ача кĕтекен кинĕме шеллесех çула тухрăмăр, хамăр юлсан та юратчĕ... Мĕнпе пулнă - çавăнпах тухма тиврĕ. Пĕтĕмпех пурччĕ, виçĕ пỹлĕмлĕ икĕ хваттер, машина, гараж... Халĕ нимĕн те çук. Кунти кỹршĕсем пулăшнипе прăнатпăр, - куççульне шăлса каласа пачĕ Валентина Васильевна.

Пускил лайăх пулсан çук пурнăç та сисĕнмест тесе ваттисем ахаль каламан. 72 çулхи хĕрарăм Хĕрлĕ Чутай салинчи Карл Маркс урамĕнчи Кашкировсен, Филипповсен, Хохловсен, Кожевниковсен тата ыттисен çемйисене ырăпа асăнчĕ, йывăр вăхăтра хăйсене пăрахманшăн, кулленех пулăшса тăнăшăн чĕререн тав турĕ.

Вăрçăран тарса килнĕскерсене хальлĕхе пурăнмалли çурт пур пулсан та малашлăх хытах пăшăрхантарать. Мăшăр виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, халĕ кашни çемйи тĕрлĕ çĕре саланнă. Пĕрле тарса килнĕ кинĕ çитес уйăхсенче мăнук парнелеме хатĕрленет. Вăл Зарайскисен пиллĕкмĕш мăнукĕ пулĕ.

Халĕ ак чĕрçи çинче вырнаçакан Ростислав ватăсене чĕвĕлти сассипе йăпатса вăрçă çинчен кăштах манма май парать. Кĕçех пилĕк çул тултараканскер выляма теттесем илсе пама ыйтать. Анчах çемьен халь (пенси хăçан илнине те астумаççĕ) тетте илме мар, апат-çимĕç туянма та укçа çук. Июль уйăхĕнче района килнĕренпе вĕсене малтанласа кашнине 150 тенкĕлĕх апат-çимĕç, каярахпа социаллă хỹтлĕх пайĕнчен виçшер пин тенкĕ панă, халĕ апат-çимĕç, тумтир тата ытти япаласене ырă çынсем панипе пурăнкалаççĕ. Тарса килнĕ ватăсен калаçăвĕнчен вĕсен пурнăç опычĕ пысăк пулни, патшалăх политикине лайăх пĕлни, хальхи Украина влаçне ырламанни, шанманни аван палăрчĕ. Çăлăнăçа вĕсем Раççейре кăна кураççĕ. "Путин _ пирĕн Турă, пирĕн çăлавçă", _ теççĕ. Украинăра лару-тăру лăплансан çемье тăван килне таврăнма ĕмĕтленет. "Пирĕн унта çуралнă кĕтес, атте-анне те унтах канлĕх тупнă. Çавăнпа хăçан та пулин таврăнмах шутлатпăр", _ теççĕ шанчăка çухатман ватăсем.

Çапла, тăван кĕтес мĕн тери хаклă пулнине аякра пулсан çеç аван туйса илетпĕр. Тăван çĕр-шывра хĕвел те ăшăрах тени тĕрĕсех иккен. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика