26 июля 2008 г.
Июлĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей вице-премьерĕ А.Жуков пулнă. Вăл тата унпа пĕрле килнĕ РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Р.Хальфин, Раççей Правительствин Приоритетлă наци проекчĕсен департаменчĕн директорĕн çумĕ А.Борис, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ В.Зорин, ЧР Президенчĕпе Н.Федоровпа тата официаллă ытти представительпе пĕрле Шупашкарти социаллă пĕл¬терĕшлĕ темиçе объекта çитсе курнă.
Пĕрремĕш тĕл пулу Шупашкар хулин пĕрремĕш клиника больницинче иртнĕ. Хăнасем сыватупа диагностика кабинечĕсенче, йышăну уйрăмĕнче, диагностика палатисенче пулса курнă, тухтăрсен, диагностика уйрăмĕсен ĕçĕпе паллашнă.
А.Жуков Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне те çитнĕ. Асăннă центр Чăваш Енĕн медицина кластерĕн паянхи технологийĕсен хăйне евĕрлĕ локомотивĕ пулмалла. Центрта пĕрремĕш операцие кăçалхи октябрь уйăхĕнче ирттерме палăртаççĕ.
Ун хыççăн А.Жуков Шупашкар хулинчи Гладков урамĕнче вырнаçнă пурăнмалли микрорайонăн строительство лаптăкĕнчи лару-тăрупа паллашнă, çĕнĕ çуртра çамрăксем валли тунă хваттере кĕрсе тухнă.
РФ Правительствин Председателĕн çумĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă. Вăл Чăваш Енре “Сывлăх” приоритетлă наци проекчĕ ăнăçлă ĕçленине палăртнă.