26 июля 2008 г.
Паянхи пурнăçра халăх ăнланăвне улăштарса çĕнĕлле пурăнма хăнăхтарас, тавралăха тирпейлĕ те таса тытса пыма вĕрентес ыйтусене малти вырăна кăларса тăратни вырăнлă. Илемĕпе илĕртекен, тирпейлĕхпе палăрса тăракан кил-çуртра, ял урамĕнче, район центрĕнче пурăнма кирек камшăн та кăмăллă. Шел пулин те, хальлĕхе çак туйăмсем пурин те çитсех каймаççĕ. Акă, Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ центрĕнчи çуртсем тавра çум курăк кашласа ÿснине, çÿп-çап сапаланса выртнине курма пулать. Çакăн пек тирпейсĕрлĕх ан пултăр тесен камăн вăй хумалла-ха; Паллах, чи малтан кунта пурăнакансен. Çурт-йĕр тавра тирпей-илем кĕртесси – вĕсен тивĕçĕ. Çак ĕçре укçа-тенкĕ те кирлĕ мар. Курăк çулма – çава, ăна пуçтарма кĕреплепе сенĕк çеç пултăр.
Ырă тĕслĕх кăтартакансем те çук мар. Çĕнĕ центрти нумай хваттерлĕ 3, 41, 21, 9-мĕш çуртсенче пурăнакансене палăртса хăварни вырăнлă. Асăннă çуртсен çумĕнче, чÿречесем умĕнче чечексем ÿсеççĕ, йĕри-тавра таса та тирпейлĕ. Çак илеме таçтан килнĕ çынсем мар, кунта пурăнакансем хăйсен вăйĕпе тунă. З.Мереськина, Г.Елкова, М.Ванюшкина, Е.Грузинова, Э.Михеева тата ыттисем те çулленех хастарлăхпа палăраççĕ.
Апла пулсан, эпир хамăрах тавралăха таса тытма пултаратпăр. Тимлĕх, тăрăшулăх кăна кирлĕ. Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ коммуналлă хуçалăх предприятийĕпе пĕрле район центрĕнчи çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн сахал мар тăрăшать. Кăçал эпир çурт-йĕре юсаса йĕркене кĕртме бюджетри 450 пин тенкĕпе усă курма палăртрăмăр. Çак укçа-тенкĕн пысăкрах пайне тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе тимлекенсем валли уйăратпăр. Ырă тĕслĕх кăтартакансен çуртне маларах юсама шантаратпăр. Тирпейлĕх çине хуçа туйăмĕпе пăхманнисен юсав ĕçĕсене кĕтмелле пулĕ.
Ялсенчи урамсене тирпей-илем кĕртессишĕн те сахал мар вăй хума тивет. Ку тĕллевпе эпир çулленех «Таса урам», «Чи хăтлă çурт», «Чи лайăх хушма хуçалăх» конкурссем йĕркелетпĕр. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх Советски тата Ленин урамĕсенче пурăнакан Зоя Матвеевнапа Римма Ивановна Самылкинасем, Анат Чутайри М.Кудряшова мала тухнине палăртрăмăр. Çавăн пекех маттуррисен шутне Комсомольски урамĕнче пурăнакан П.Мазуркин старостăна кĕртмелле. Вăл çул ыйтăвĕпе нумай çĕре çитрĕ. Халĕ ку урамра асфальтлă çул выртать.
Кăçал та çÿлерех асăннă пек конкурссем йĕркелетпĕр. Чи лайăххисене палăртса çĕнтерÿçĕсене хавхалантарма асăнмалăх парнесемпе чыслатпăр.
Анчах та ял урамĕсем таса та тирпейлĕ пулччăр тесе пурте тăрăшни курăнсах каймасть. Уйрăм çынсен тĕрлĕ техники ларать, тимĕр-тăмăр сапаланса выртать. Кун пек ÿкерчĕксене Туктамăшпа Анат Чутайра курма пулать. Теприсем вара йĕркене пăсса килти çÿп-çапа, хуçалăхра усă курнă япаласене çывăхри çырмана, канавсене тухса пăрахаççĕ. Кун пек çынсене тавралăха вараланăшăн саккун тăрăх 3000 тенкĕ таран штраф пама пулать.
Кил-çурт, урам, ял таса та илемлĕ пулччăр тесен çынсен хăйсен шухăшлавне улăштармалла, этем ĕçне хаклама вĕренмелле, ырă кукка килсе пулăшасса кĕтсе лармалла мар.