АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Телее ачасемпе мăнуксенче куратăп»

26 июля 2008 г.

«Телее ачасемпе мăнуксенче куратăп»

Çапла çирĕплетсе калать Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Надежда Александровна Архипова. Тĕрĕсех ĕнтĕ, çемьесĕр, ача-пăчасăр этем хăрăк турат пекех. Ача-пăча сасси-çке кил-çурта тултарать, пурнăçа илем кÿрет, малалла пурăнма вăй-хăват парать.

Надежда Александровна Анат Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ. Шăпа ăна Хĕрлĕ Чутай салине илсе çитернĕ. Вăл ĕнтĕ асанне те, кукамай та. Н.А.Архипова мăшăрĕпе, Семен Ивановичпа, 3 ача çуратса ÿстернĕ, çунат парса вĕçтернĕ. 2 хĕрĕ – Ленăпа Люда, педагог профессине суйласа илнĕ. Пурте çемьеллĕ. Ывăлĕ, Саша, районта суд приставĕн службинче вăй хурать, тăван килте ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Вăл та çемье çавăрнă. Паянхи кун Архиповсен 5 мăнук. Çулла çитсен кил-çурт ача-пăчан хаваслă куллипе тулать. Аслисен кичемленсе ларма вăхăт çук.

Н.А.Архипован кун-çулне тишкерсен çакна каламалла. Вăл чылай çул райпо тытăмĕнче сутуçăра тимленĕ. Хĕр чухне Акташ ялĕнчи лавккара ĕçленĕ, унтан район центрĕнче 2-мĕш номерлĕ гастрономра пĕр улшăнмасăр 16 çул тăрăшнă, хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех обществăлла коммуналлă мунчара буфетчицăра вăй хунă.

Кил хуçи хĕрарăмĕ çемье вучахне упрассишĕн, тăнăç пурнăç тăвассишĕн чылай тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх те усрать. Тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса ларма вăхăт çук унăн. Пушă вăхăтра Надежда Александровна ал ĕç тума та ăста. Вăл чăвашсен йăли-йĕркипе, тĕррипе интересленнĕ. Юрра-ташша пит кăмăллать. Пултаруллă хĕрарăм культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ветерансен хорне çÿрет.

Ĕç – пурнăç тыткăчи тетпĕр. Архиповсем те ялан ĕçленĕ, вĕсем киревсĕр йăласемпе çыхланман, çемьешĕн тăрăшнă. Семен Иванович пирки каласан та, вăл чăн-чăн çемье пуçлăхĕ. Килти хуçалăхра ĕçлеме ÿркенмест. Хальхи вăхăтра вăл “Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем” предприятире инженерта ĕçлет. Коллективра хисепре.

Архиповсем пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса пурăнаççĕ. Ачи-пăчине ура çине тăратнă, халĕ чун тĕпренчĕкĕсен ачисене ÿстерме пулăшаççĕ. Ывăлĕпе хĕрĕсем, мăнукĕсем телейлĕ пурăнччăр тесе пиллеççĕ вĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика