АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр пулăхĕ лайăхланать-и

26 июля 2008 г.

Тыр-пул тухăçне ÿстерес тесен, паллă ĕнтĕ, самаях ĕçлемелле. Тăпра пулăхне лайăхлатас тĕллевпе уй-хире органика тата минерал удобренийĕсем ытларах кăлармалла. Ку енĕпе районти хуçалăхсем мĕнле ĕçлеççĕ-ха;

Тислĕк тăксан тикĕс шăтать теççĕ. Кăçалхи çур çулта районĕпе 13555 тонна тислĕк кăларнă. Çак паха удобренипе «Нива» ЯХПК уйрăмах аван ĕçлет. Кунта январь-июнь уйăхĕсенче 5210 тонна органика хире илсе тухнă. Çав шутран 2670 тоннине хăйсен вăйĕпе. Хуçалăх уйĕсенче хальхи вăхăтра лайăх тыр-пул çитĕнет, пысăк тухăç парасса шантарать вăл. Çавăн пекех «Коминтерн» кооператив ертÿçисемпе специалисчĕсем те тислĕкпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта 5145 тонна органика илсе тухнă. Атнарсене çак ĕçре «Мелиорация» ПМК пысăк пулăшу панă. «Аккозинский» тата «Свобода» хуçалăхсенче те çулленех тислĕк нумай хатĕрлеççĕ, ăна уй-хире кăлараççĕ.

Шел пулин те, кăçал ытти çĕрте тыр-пул акмалли пусăсене пĕр тонна та органика кăларман. Эпир çĕрсен пахалăхне çĕрĕк тăприн виçипе хаклатпăр. 1985-1995 çулсенче район уй-хирĕнче унăн шайĕ пĕр пекех пулнă. Çакăн хыççăн çĕрĕк тăприн хисепĕ чакса пыни курăнать. Сăлтавĕ – лаптăксене органика сахалрах кăларма тытăннинче.

Ял хуçалăх специалисчĕсем пусăсене извеçленин пĕлтерĕшĕ пысăккине аван пĕлеççĕ. Ку вăл йÿçĕк тăпран пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Сăмах май, пахалăх нумай çула пырать. Кăçалхи çур çулта 65 гектар йышăнакан лаптăка извеçленĕ. Тÿрех каламалла, ку сахал. Çак ĕçе «Нива» тата «Коминтерн» хуçалăхсенче çеç пурнăçлама тытăннă. Тăпрана кали хывасси те тивĕçлипе пулса пымасть-ха. Унпа пусăсене 292 гектар апатлантарнă. «Коминтерн» хуçалăхăн кăтартăвĕ чи пысăкки – 210 гектар. Çĕре фосфоритлас ĕçе те атнарсем кăна пуçăннă.

Минерал удобренийĕсен усси каламасăрах паллă. Çавăнпа та специалистсем вĕсемпе пĕлсе, туллин усă курма сĕнеççĕ. «Коминтерн» хуçалăхра çак ĕç çине çулленех тимлĕ пăхаççĕ. Атнарсем кăçал 2659 гектар çине минерал удобренийĕсем хывнă. Ку вăл пĕр гектар пуçне 131,6 килограмм чухлĕ. Халĕ тухса курăр-ха тыр-пул пуссине. Кĕрхи культурăсем çÿллĕ, пучахĕсем вăрăм, тĕшши шултра. Çакă ĕнтĕ вăл удобрени усси!

«Свобода» хуçалăхра та минерал удобренийĕсене хаклани сисĕнет. Кунта 484 гектар çине удобренисем хывнă, е гектар пуçне 103,3 килограмм. «Победа» хуçалăх та минерал удобренийĕсемпе туллин усă курать. Анчах та «Мочковашский» фермер хуçалăхĕ, «Асамат» ТЯО тата ытти кооперативсем уй-хире минерал удобренийĕсемпе пуянлатас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине палăртмалла. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Чи малтанах укçа-тенкĕ çитменни чăрмав кÿрет. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал 5134 гектар çĕре минудобренисемпе апатлантарнă. Ку вăл гектар пуçне 17,5 килограмм лекнине пĕлтерет.

Курăнать ĕнтĕ, эпир çĕр пулăхне лайăхлатас енĕпе çителĕксĕр тăрăшатпăр. Çакăнтан кашни хуçалăхрах тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт. Çăкăр çиме самаях пилĕк авмалла, тар тăкмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика