26 июля 2008 г.
Руль умне ларсан асăрханулăх пирки пĕр самантлăха та манма юрамасть. Анчах хăшĕсем хăйсене кăтартас тесе-ши, автотранспорт хăвăртлăхне ÿстереççĕ, çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ. Ку вара авари патне илсе çитерет. Акă, июль уйăхĕнче çеç район территорийĕнчи автоçул çинче 5 авари пулнă, 2 тĕслĕхĕнче 2 çын аманнă.
Июлĕн 8-мĕшĕнче “Сура” автоçул çинче, тĕрĕсрех Серенкасси ялĕ çывăхĕнче, Хусанушкăнь çынни велосипедпа “Форд” автомашина айне лекнĕ. Çамрăк çынна йывăр сурансемпе больницăна леçнĕ. Ку инкекре велосипедист çул-йĕр правилине пăснă.
Тепĕр тĕслĕхĕ çак кунсенче Мучикасси ялĕнче пулса иртнĕ. Июлĕн 23-мĕшĕнче çур çĕр çитеспе Мăн Этмен ялĕнчи çул çитмен çамрăк тепĕр пассажирпа ИЖ-П5 мотоциклпа автоçул çинче “çил хăваласа” çÿренĕ, Мучикассинчи çул çинчи пăрăнчăкра каччă мотоциклне пăхăнтараймасăр УАЗ-31519 автомашинăпа çапăннă. Çав вăхăтра мотоциклистăн водитель прави те, пуçĕнче шлем те пулман. Аварире çамрăк çын йывăр суранланнă. УАЗ водителĕн те айăпĕ пур, вăл руль умне “çуттине” тутаннă хыççăн ларнă.
Çул çине тухсан асăрхануллă пулмаллине час-часах аса илтеретпĕр. Çула удостоверенисĕр тухма юраманнине манмалла мар. Эрех сыпсан пушшех автотранспорт рульне тытас çук. Çакна яланах ăша хывмастпăр çав. Инкеке лексен, чавса çывăх та çыртма çук.