АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул пуссисем кĕтеççĕ

30 июля 2008 г.

Тыр-пул пуссисем кĕтеççĕ

Вăйлă тыр-пул ÿстерме мĕн чухлĕ вăй-хал, ăсталăхпа хастарлăх кирлĕ! Çакна çĕр ĕçĕпе çыхăннă çын кăна пĕлет. Ял хуçалăх производствин технологине çирĕп пăхăнса пымалла, çĕрпе, удобренисемпе, техникăпа тата ытти пурлăхпа туллин усă курмалла, ял хуçалăх наукин çитĕнĕвĕсемпе малта пыракансен опытне ĕçе кĕртмелле, çĕр ĕç культурине пĕрмай ÿстерсе пымалла... Кăçал район уй-хирĕнче япăх мар тыр-пул ÿсет. Ăна лайăх пахалăхпа, тăккаламасăр пухса кĕртесси – çĕр ĕçченĕсем умĕнче тăракан паянхи çивĕч задача.

Вырма ыйтăвĕпе ирттернĕ районти семинар-канашлура çакăн çинчен тĕплĕ калаçу пулчĕ. Сĕнтĕкçырминчи машина-трактор паркне пухăнсан “Асамат” общество директорĕ Г.Руссков ĕç çине мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнипе паллаштарчĕ.

– Тыр-пул пуçтарса илме пирĕн виçĕ “Дон-1500”, пĕр “Класс” тата икĕ “Нива” йышши комбайнсем пур, – терĕ вăл. – Шел, хĕрÿ вăхăт çитсен вĕсемпе ĕçлеме килĕшнĕ механизаторсем пăрахса кайрĕç. Ĕçшĕн тÿлени çырлахтармасть-мĕн. Эпир агрегатпа пĕр тонна тырă вырса çапнăшăн вăтамран 20 тенкĕ укçа, 12 килограмм тырă паратпăр. Хăш-пĕр хуçалăхсенче кунтан та сахалрах лекет, çапах çынсем ĕçлеççĕ.

Кăçал пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн 2000 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Тырра типĕтме тата тасатма техника пур. Анчах çунтармалли тата сĕрмелли материалсем пачах çук. Саппас пайсем те туянман. Сăлтавĕ – нумай пулмасть пĕр миллион тенкĕ ытла налук тÿленĕ. Халĕ хуçалăх ертÿçи Мускавран инвестор килессе кĕтет. Вăл укçа-тенкĕпе тивĕçтерме шантарнă. Шаннă кайăк йăвара пулсан аванччĕ те...

“Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативне çитсен кунта чăн-чăн хресчен туйăмлĕ çынсем ĕçленине курма пулчĕ. Акă, техника паркĕнчен тăватă комбайн хирелле çул тытрĕ. Агрегатсене ĕçе лайăх пĕлекен, опытлă механизаторсене шанса панă. Йĕтем çинче ялти çамрăксем тăрăшаççĕ. Аслăраххисем пулăшса, вĕрентсе пынипе шкул ачисемпе студентсем çулленех халăх пурлăхне – тыр-пула тасатса кĕлете кĕртес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Тырă упрамалли складсене районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци ĕçченĕсем пулăшнипе дезинфекци туса тухнă. Хурт-кăпшанкă пĕрчĕсене сиен кÿреймĕ.

Августра кĕр аки пуçланать. Атнарсем ăна тĕплĕ хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ. Семинар-канашлăва хутшăнакансене Урикасси çывăхĕнчи 72 гектар йышăнакан уя илсе кайса кăтартрĕç. Вăрлăх варăнтарса хăварма вăл хатĕр мар-ха. Ăна пĕрремĕш хут кăна сухаланă. МТЗ йышши трактор анана тепĕр хут кăпкалатма пуçланă. Çакă мĕн çинчен калать-ха; Хуçалăх ертÿçисемпе ял хуçалăх специалисчĕсем çĕр ĕç культурине тĕпе хураççĕ, механизаторсем агротехникăна çирĕп пăхăнса тăрăшаççĕ. Çуркунне калча пахалăхне тĕрĕсленĕ хыççăн “Коминтерн” ЯХПК-на ахальтен мар пĕрремĕш вырăн панăччĕ.

Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетет. Фермăсен тупăшĕ пысăк. Малашлăха курса ĕçленĕ май выльăх апачлĕх культурăсем нумай акса çитĕнтерет. Нимĕç пăрçи çын кăкăрĕнчен те çÿллĕрех. 50 гектар йышăнать вăл, пысăк тухăç шантарать. Акнă чухне пĕр гектар пуçне 230 килограмм вăрлăхпа усă курнă. Юнашарах – соя, ăшша юратакан культура. Кашни гектартан 15 центнер тухсан та вăл ытти культурăсене 25-30-шар центнер илнипе танлашать. Мĕншĕн тесен белокпа питĕ пуян. Судан курăкĕ те акса çитĕнтернĕ кăçал. Пĕр çул ÿсекен курăксен йышне кĕрет вăл. 60 гектар йышăнакан лаптăкран силос хывма чылай симĕс масса тухасса шанаççĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н.Воронов каланă тăрăх, судан курăкĕ туса илме йÿне ларать. Вăрлăхшăн пĕр килограмм пуçне 191 тенкĕ тÿленĕ. Ака норми – гектар пуçне 25 килограмм. Çанталăк ăшăтсан, июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче вăрлăха тăпрана ăшăх варăнтарса хăварнă.

... Урикасси ялĕ çумĕнче кĕрхи тулă пусси сарăлса выртать. Семинар-канашлăва хутшăнакансем – ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, тĕп агрономĕсем, тĕп инженерĕсем, Россельхозцентр специалисчĕсем уйри çак культура еплерех пиçсе çитнине пĕрчĕсене шăл хушшине хурсах тĕрĕслерĕç. Шак! катăлаççĕ вĕсем çăварта. Апла пулсан ăна пухса кĕртме вăхăт. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Криков аллипе сулчĕ те пĕрремĕш каçалăка уçма Илья Пономарев комбайнера ирĕк пачĕ. “Уй-хир карапĕ” хыттăнрах кĕрлеме пуçларĕ, сарă тулă пуссине кĕчĕ. Кĕçех бункера халăх вăй-халĕпе, тарĕпе çитĕнтернĕ ылтăн тырă юхма тытăнчĕ! Ялти хресченшĕн чăннипех те çĕкленÿллĕ самант.

Июлĕн 26-мĕшĕнче уйра тăватă комбайн ĕçлерĕ. Вĕсем çав кунхине 89 тонна тулă çапса тĕшĕленĕ. Çавăн пекех “Нива” хуçалăхра та виçĕ агрегатпа тыр-пул пухса кĕртме тытăнчĕç. 29 тонна ытла тырă йĕтем çине пынă.

Атнарти Культура çуртне пухăнсан район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков вырмана хатĕрленсе ирттерес тата кĕрхи культурăсене акас ыйтупа тухса калаçрĕ. Вăл каланă тăрăх, кăçалхи ĕç çи тапхăрĕнче 7136 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле. Çав шутран 2989 гектарĕ кĕр тыррисем: 2367 гектар кĕрхи тулă, 622 гектар ыраш. Çĕнĕ культура – тритикале – 217 гектар çинче. Ăна “Асаматра” – 111, “Нивăра” – 91, “Авангардра” 16 гектар çитĕнтернĕ. Çуртрисем 4147 гектар йышăнаççĕ: 1460 гектар тулă, 1453 гектар урпа, 944 гектар сĕлĕ, 131 гектар кукуруза, 198 гектар пăрçа, 58 гектар нимĕç пăрçи (“Асаматра” – 8, “Коминтернра” – 50 гектар), 10 гектар вика (“Аккозинский”), 20 гектар соя (”Коминтерн”).

Ĕç çи ăнăçлăхĕ техника епле ĕçленинчен нумай килет. 44 комбайнран 27-30-шĕ çеç тыр-пул пуссине тухасса шанма пулать. Çапла вара пĕр комбайн пуçне вăтамран вырмалли лаптăк 183 гектар лекет. Ку вăл “Нива” тата КЗС-3 агрегатсемшĕн пысăк норма. Çакна шута илсе паянах тырă вырма тухмалла. Халĕ вăхăта сехетпе мар, минутпа виçмелле. Пиçсе çитнĕ пусăсене пур çĕрте те курма пулать. Кăçал кашни гектартан 20 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса кĕртсен районĕпе 14 пин тонна тырă пухăнать. Хаклă пурлăх сая ан кайтăр тесен уйран килекен тырра чи малтанах çум курăк вăррисене уйăракан техника (ворохоочиститель) витĕр кăлармалла. Çакă унăн нÿрĕклĕхне чакарма пулăшать. Кун пек чухне пахалăх çухалмасть.

Чăваш Республикин Правительстви 2008 çулхи тырă хакĕсене палăртса çирĕплетнĕ. Пĕр тонна виççĕмĕш класлă тулă, клейковини 25 процент ытларах пулсан, 6 пин тенкĕ. 23-24 процент клейковинăллă тулă хакĕ 5600 – 5800 тенкĕ. Тăваттăмĕш класли (клейковини 18-22 процент) – 5300 – 5500 тенкĕ, пиллĕкмĕш класли (клейковини 18 процент таран) 5 пин тенкĕ; А ушкăнри ыраш 4900 тенкĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, тырă ытларах пухса кĕртсе ăна нумайрах сутсан хуçалăх кассине укçа-тенкĕ пырса кĕрессе шанма пулать.

Вырма вăхăтĕнче улăма пуçтарса тирпейлес ĕçе те кирлĕ пек йĕркелесе ямалла. Улмурисем туса лартмалла, тĕркемлемелле е вĕтетсе удобрени вырăнне усă курмалла.

Кĕр акине вăхăтра, пахалăхлă ирттерни – вăйлă тыр-пул никĕсĕ. Тÿрех каламалла, паянхи кун тĕлне нумай хуçалăхсенче вăрлăх çук. Анчах ертÿçĕсемпе специалистсем ку енĕпе пуçарулăх кăтартмаççĕ. Вĕсем ял хуçалăх культурисене пĕр-пĕринпе улăштарса илесси е туянасси пирки урлă выртана тăрăх çавăрмаççĕ. Республикăра вăрлăх туса илес тĕлĕшпе специализациленнĕ хуçалăхсем пур. Акă, ГНУ ЧНММСХ, ОНО ОПХ “Колос”, Патăрьел районĕнчи “Труд” ЯХПК, СХА “Малалла”, ФГУП УОХ “Приволжское”, Вăрнар районĕнчи ООО АФ “Санары”, Йĕпреç районĕнчи “Красный фронтовик” ЯХПК, Комсомольски районĕнчи ООО АФ “Слава картофелю” ыраш тата кĕрхи тулă сутаççĕ. “Коминтерн” ЯХПК-ра та вăрлăхăн куçса пыракан фондне йĕркеленĕ. Тĕрлĕ сортлă культурăсен пĕр килограмĕ 12 тенкĕрен пуçласа 25 тенкĕ таран.

“Коминтерн” хуçалăх ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Н.Воронов тĕп агроном çапла каларĕ:

– Кăçал эпир 1406 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтертĕмĕр. Хальхи вăхăтра вырмана тăватă комбайн хутшăнать, агрегатсем вырнă тырра икĕ автомашина йĕтем çине турттарать. Сортировкăсем йĕр¬келлĕ ĕçлеççĕ. Вырма ĕçĕ¬сене пĕр уйăхра вĕçлеме палăртрăмăр.

Çавăн пекех пухăннисем умĕнче “Россельхозцентрăн” тĕп специалисчĕ А.Барышникова, “Ростехнадзор” специалисчĕ В.Васюков, хăрушсăрлăх техники тата ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист Э.Викторова, ял хуçалăх пайĕн экономисчĕ Л.Фондеркина тухса калаçрĕç.

Семинар-канашлу ĕçне райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.Самылкин пĕтĕмлетрĕ. Вăл çакна палăртрĕ: хресчен вăйлă тыр-пул пухса кĕртсен хуçалăх экономики тĕрекленессе шанма пулать. Çакна шута илсе паян пур çĕрте те ĕç çине анлăрах сарса ямалла. Хирте тырă пиçсе çитрĕ. Ăна тăккаламасăр, вăхăтра пуçтарса илме тăрăшмалла. Хĕрÿ тапхăрта ĕç вăйĕ çите¬лĕклĕ кирлĕ. Çынсене пурлăх тĕлĕ¬шĕнчен хавхалантарасси тĕп вырăнта пултăр. Вĕсене тырă парассине йĕркелемелле.

Вырмапа пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлесси çине те тимлĕх уйăрмалла. Кашни условнăй выльăх пуçне 28 центнертан кая мар апат хывса хăвармалла. Хальлĕхе ку хисеп 8 центнерпа кăна танлашать.

Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ А.Криков ертсе пычĕ, çуллахи хĕрÿ тапхăрта тăрăшса ĕçлени кĕркунне ÿсĕм парнелени, тыр-пула вăхăтра пухса илни, ку таранччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртни, кĕр тыррисене палăртнă чухлĕ акса хăварни малашлăхăн çирĕп никĕсĕ пулса тăнине палăртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика