30 июля 2008 г.
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче уй-хирте çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртес ĕç сарăлсах пырать. Ĕнерхи кун тĕлне пурĕ 134 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тÿрремĕнех вырнă. “Нива” хуçалăхра комбайнсем вырнă лаптăк 58 гектарпа, “Коминтернра” – 56, “Победăра” 10 гектарпа танлашать. Йĕтем çине ку таранччен 238 тонна тырă илсе пынă. Ăна çум курăк вăрринчен уйăрнă хыççăн тасатаççĕ, типĕтеççĕ. Çак виçĕ хуçалăхра тыр-пул хумалли складсене йĕркене кĕртнĕ, йĕтем çинче ĕçлеме çынсем çителĕклĕ уйăрнă. Халăха вĕри апат çитересси те аван пулса пырать.
Паян уй-хирте асăннă хуçалăхсен сакăр комбайнĕ ĕçлет. Вĕсене опытлă механизаторсене шанса панă. Çунтармалли тата сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерсе тăрасси те лайăх пулса пырать.