30 июля 2008 г.
Саккун çирĕп ыйтать пулин те, водительсем руль умне ÿсĕр ларма тата хăвăртлăха ÿстерсе çÿреме пăрахманни тĕлĕнтерет. Вĕсен асăрханусăрлăхне пула ыттисем инкек тÿсме пултарни çинчен шутламаççĕ те. Акă, июлĕн 25-мĕшĕнче “Сура” автоçул çинче, тĕрĕсрех “Сельхозтехника” çывăхĕнче, Е.Мидушкин водитель “çуттине” тутаннăскер, райпо автомашинипе пысăк хăвăртлăхпа пынă. Çавна пулах умра пыракан, СХТ территоринелле пăрăнакан ВАЗ–21099 автомашинăна пырса çапнă. Юрать-ха, аварире никам та суранланман.
Кун пек инкексенчен сыхланасчĕ, çул çинче тимлĕрех пуласчĕ.