АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕнтермĕш курав ĕçлеме пуçларĕ

30 июля 2008 г.

Тĕлĕнтермĕш курав ĕçлеме пуçларĕ

Июлĕн 28-мĕшĕнче районти “Çын тата çут çанталăк” халăх музейĕнче “Тĕнчери лĕпĕшсем тата нăрăсем” курав ĕçлеме пуçларĕ. Çак кун тĕлĕнмелле хурт-кăпшанкăсен тĕнчипе район пуçлăхĕ А.И.Криков тата райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ А.В.Башкиров паллашрĕç, куравпа кăмăллă юлчĕç.

Районти “Çын тата çут çанталăк” музейра курмалли, ăша хывмалли чылай. Кунта районти халăх историйĕн тĕрлĕ тапхăрĕнчи пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, чаплă ывăл-хĕрĕсен пултарулăхĕ çинчен калакан информаципе паллашма пулать. Музейра вĕрентÿпе культура мероприятийĕсем те иртеççĕ. Реконструкци ĕçĕсем хыççăн музейăн пĕлтерĕшĕ ÿссе пырать. Унта вырăн тупнă экспонатсем республикăра, çавăн пекех вырăнта пурăнакансене те чăннипех кăсăклантараççĕ. Акă, Чăваш Енри лĕпĕшсем пухакан паллă энтомолог Виссарион Петрович Лосманов хăйĕн ĕçĕсене районти музее тăратнă. Куравра пурĕ 4 пине яхăн тĕлĕнтермĕш лĕпĕшсемпе нăрăсем. Вĕсене Раççейĕн, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пухнă, тропик çĕршывĕсенчи хурт-кăпшанкăсен тĕсĕсем те чылай.

Лĕпĕш-нăрăсен пуххине курсан çут çанталăкăн чăн-чăн илемлĕхне, тĕлĕнтермĕшне туятăн. Вĕсен йышĕнче питĕ сайра тĕл пулакан лĕпĕшсем чылай, лĕпĕш-гигантсен, тĕнчери чи пысăк нăрăсен пуххи чуна тыткăнлать. Кунтах скорпионсемпе те паллашма май пур. Куравра кашни лĕпĕшĕн, хурт-кăпшанкăн ятне çырнă, хăш çĕршыврине те палăртнă. Ку вĕренекенсен тавра курăмне анлăлатать, пĕлĕвне ÿстерет.

Çавăн пекех куравра çул çÿревçĕн, лĕпĕшсем пухаканăн йывăç-туратсенчен касса илемлетнĕ тĕрлĕ кĕлеткесем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Музее пыракансем кашни экспоната тимлĕн сăнаççĕ, вĕсен илемлĕхĕпе киленеççĕ.

Лĕпĕшсем, лĕпĕшсем... Улăхри тĕрлĕ тĕслĕ чечек евĕр çиçеççĕ курава тăратнă лĕпĕшсем. Хурт-кăпшанкăсен илемлĕх тĕнчи пирки сăмахпа каласа çитереймĕн, ăна кашнин курмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика