30 июля 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи июлĕн 25-мĕшĕнче Н.Я.Бичурин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки илемлĕ фильм ÿкересси çинчен Указ кăларнă. Чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕ, тĕнчипе паллă ученăй-синолог наукăна тата культурăна аталантарас ĕçре калама çук пысăк тÿпе хывнă. Манах пулнă вăхăтра Н.Бичурин Иакинф атте ячĕпе палăрса юлнă. Ăна, Китай, Монголи, Вăтам Ази халăхĕсен авалхи тата вăтам ĕмĕрсенчи историпе культурине тĕпчесе çырнă 20 томлă кĕнеке авторне, халĕ те асра тытаççĕ. Вăл ырми-канми ĕçлесе тĕнчери хĕвел тухăç халăхĕсен пурнăçне çутатас тĕлĕшпе калама çук нумай ĕçленĕ.
Иакинф аттен пурнăç çулĕ Раççейре, Китайра тата ытти çĕршывра пулса иртнĕ паллă пулăмсемпе, нумай-нумай чаплă çынсен пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Анчах паянхи кун та XIX ĕмĕрти чаплă Раççей синологĕн тĕлĕнмелле шăпине çутатса паракан илемлĕ пĕр фильм та çук-ха. Н.Бичурин çинчен кинофильм ÿкерсен çак çитменлĕхе пĕтерме, тĕрлĕ ăрури çынсене, уйрăмах çамрăксене, пирĕн çĕршывăн культура тата истори эткерлĕхĕпе, чăваш халăхĕн авалхи пурнăçĕпе паллаштарма май килĕччĕ.