02 августа 2008 г.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарас тата çак отрасльтен тупăш илессине ÿстерес ĕçре кĕтĕве çĕнетсе пыни, ĕнесемпе тына пăрусем хĕсĕр юлассине пĕтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Наука çитĕнĕвĕсемпе тата малта пыракансен опычĕпе анлăн усă куракан хуçалăхсенче ку енĕпе çитĕнÿсем тăваççĕ. Çав вăхăтрах выльăха пăхассине тата тăрантарассине начар йĕркеленĕ, искусственнăй майпа пĕтĕлентерессипе унăн технологине япăхлатса янă çĕрте тухăçлăхпа ĕрчевлĕх палăрмаллах чакнă.
Çак кунсенче пирĕн корреспондент ăратлăх ĕçĕпе тăрăшакан районти зоотехникпа А.В.ЕЛИЗАРОВАПА курнăçнă, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес, кĕтĕве çĕнетес ĕçсем мĕнле пынипе интересленнĕ.
– Алевтина Викторовна, кăçалхи çур çул кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăрăпăр пулĕ; Хуçалăхсем ăна мĕнлерех вĕçлерĕç;
– Ĕç çине чăн-чăн хуçалла пăхакан, малашлăха курса ĕçлекен коллективсем çук мар районта. Акă, “Свобода” колхоза илер. Унти дояркăсем кăçалхи ултă уйăхра кашни ĕнерен 2833 килограмм сĕт сурĕç. Тÿрех каламалла, ку районти чи пысăк кăтарту. Çак ÿсĕмре Раиса Филиппова зоотехникăн тÿпи уйрăмах пысăк. Сăмах май, вăл техник-осеменатор тата ферма заведующийĕн тивĕçĕсене те пурнăçласа пырать.
Хальхи вăхăтра колхозăн сумалли 100 ĕне. Январь-июнь уйăхĕсенче 64 пăру илнĕ. Кĕтĕве 15 пуç çамрăк выльăхпа çĕнетнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 12 пуç пулнă. Çакна палăртса хăвармалла. Хуçалăхра ĕнесене 350 килограма çитермесĕр пĕтĕлентермеççĕ. Ку вăхăт тĕлне вĕсем тĕрекленсе çитеççĕ. Выльăха пĕтĕлентерессине лайăхлатас тата ĕрчевлĕхе ÿстерес тесе искусственнăй майпа чуптармалли пункт йĕркеленĕ. Унта кирлĕ оборудовани çителĕклĕ.
“Коминтерн” ЯХПК-ри Александр Еремин осеменатор кăçалхи ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Вăл ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техниксен районти конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Атнарсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерсе пыни ăратлăх ĕçĕпе те тачă çыхăннă. Тĕслĕхрен, кăçалхи ултă уйăхра ĕне пуçне 2400 килограмм сĕт сунă. 420 ĕнерен 215 пуç пăру илнĕ. Ĕнесен 35 проценчĕ пăруланă. Кĕтĕве 70 пуç çамрăк выльăхпа çĕнетнĕ. Ку вăл 100 ĕне пуçне 17 пуç пулать.
В.Никитин фермер хуçалăхĕ те ÿсĕм çулĕпе çирĕппĕн утнине палăртмалла. Кăçалхи çур çулта кашни ĕнерен 2497 килограмм сĕт сунă, çак тапхăрта 61 ĕнерен 46 пăру илнĕ. Кунта тына пăрусемпе ĕçлессине лайăх йĕркеленĕ. Çакă ăратлăха çĕнетсе пыма пулăшать.
– Хăш хуçалăхра ăратлăх ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пыраймаççĕ; Ăçта продуктивлăх пĕчĕк;
– “Путь Ильича” тулли мар яваплă общество малтан çĕнсе илнĕ чикĕсене çухатса пыни пăшăрхантарать. Хуçалăх кăçалхи çулталăка 250 ĕнепе пуçларĕ. Ултă уйăхра вара 50 пуç таран чакнă. Пурĕ 172 пăру илнĕ, ку 100 ĕне пуçне 44 процент пулать. Кĕтĕве 24 пушмак пăрупа кăна çĕнетнĕ. Паллах, çакăнпа килĕшсе ларни вырăнсăр. Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне тата фермăсен тупăшне ÿстерес тесен ăратлăх ĕçне тĕрĕс йĕркелемелле. Ку енĕпе Ачкасси фермин заведующийĕ Владимир Гвоздев хастар пулнине палăртма пулать. Вăл витене юсама активлă хутшăнчĕ. Ĕнесем октябрь уйăхĕнче пăрулама пуçлаççĕ. Ун чухне, паллах, сăвăм ÿсет. Хальлĕхе ĕне пуçне сĕт илесси пĕчĕк-ха. Кăçалхи ултă уйăхра кашни ĕне вăтамран 985 килограмм кăна сĕт антарнă. Шулю фермин кăтартăвĕ уйрăмах япăх. Тĕпрен илсен, хуçалăх 100 гектар çĕр пуçне 105 центнер сĕт туса илнĕ. Ку районăн вăтам кăтартăвĕнчен 17 центнер сахалрах.
– Районăн кăçалхи ултă уйăхри кăтартăвĕпе паллаштармăр-ши;
– Январь-июнь уйăхĕсенче 100 гектар çĕр пуçне 122 центнер сĕт, 14,9 центнер аш-какай туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта цифрăсем кунтан пысăкрахчĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 1772 килограмм сĕт сунă. Пĕлтĕр ку хисеп 1824 килогрампа танлашнă. Ĕне выльăх талăкра 474-шар грамм хушăнса пынă, 2007 çулта – 517-шер грамм. Çакă аван – кăçал сыснасен ÿт хушаслăхĕ ÿснĕ – 394-шер грамм.
Ĕнесемпе пушмак пăрусене пурĕ 1566 пуç пĕтĕлентерсе хăварнă, 1013 пăру çеç илнĕ. Ку 100 ĕне пуçне 49 пăру лекнине пĕлтерет. Çакă мĕн çинчен калать-ха; Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса пырать. Акă, пăрусем сахал пулни ĕнесем хĕсĕр юлнинчен çеç килмест. Нумай пăру çуралсанах вилет. Вилĕ пăру çурални, ĕне пăру пăрахни, пĕтĕ ĕнесенех аш-какай комбинатне пани те сахал мар тĕл пулать. Çапах та хăш-пĕр хуçалăхсенче пăру сахал илнин тĕп сăлтавĕ – ĕнесем хĕсĕр юлнинче.
Выльăхсен ĕрчевлĕхĕ ан пăсăлтăр тесен, зоотехникăпа ветеринари ĕçĕсене планпа туса пымалла. Зоотехниксен сума пăрахнă тата халь çеç пăруланă ĕнесене çитерекен апат тутлăхне минералсемпе витаминсем хушса ÿстерессине асăрхамалла. Хуçалăхри ветеринари специалисчĕсен ĕнесен организмĕнчи япаласен ылмашăвне, уйрăмах пăрулачченхи икĕ уйăхра, тĕрĕслесе тăмалла. Çакă выльăх чирлесрен сыхланма тата мĕнле те пулин чир пуçланассине вăхăтра асăрхаса кирлĕ мерăсем йышăнма май парать.
Çак ĕçсене лайăх йĕркелесен, ĕнесен ĕрчевлĕхне ÿстерме, вĕсем хĕсĕр юлассине пĕтерме пулать. Вара уйрăм хуçалăхсем кăна мар, районĕпех кашни 100 ĕнерен 100 е ытларах пăру илме пултарăпăр.